ЧР вӗренӳ институтӗнче тӑван чӗлхепе вырӑс чӗлхи учителӗсен ӑсталӑх урокӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ.
Фестиваль кӑҫал саккӑрмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем Раҫҫей субьекчӗсенче пухӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем вара Мускавра ӑмӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал ӑсталӑх урокӗсем Шупашкарта, Питӗрте, Саранскра тата Нальчикре пулнӑ.
Шупашкарта Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанов тата Алена Ядрицова кӑтартнӑ. Кӑҫал Мускава кайма тивӗҫнӗ Светлана Тяхмусова (Шупашкарти 43-мӗш шкул), Валентина Ефимова (Куславккари 3-мӗш шкул) тата Валентина Иванова (Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗ) те пухӑннисене хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ.
Кашни урок хӑйне май иртнӗ.
Чӗмпӗр хулинче вӗрентекенсем валли икӗ кунлӑх семинар-практикум иртнӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, культурине ӑша хывтаракансем те хутшӑннӑ.
«Этнос культури тата хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ» ят панӑскерӗн тӗллевне чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ӗҫ опычӗпе паллашассипе тата педагогсен професси пултарулӑхне ӳстерессипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Семинар тӗрлӗ пайран тӑнӑ. Ҫав шутра «ҫавра сӗтел» те йӗркеленӗ. Асӑннӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество ӗҫченӗсем тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ. Кайран педагогсене Пӑлхарти патшалӑхӑн историпе архитектура музей-заповедникне илсе кайнӑ. Тутарстанри Пӳлерпе Сӑвар авалхи хуласене те ҫитсе курнӑ.
Чӑваш ССРӗн халӑх депутачӗсем 25 ҫул каялла Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канашӗн иккӗмӗш сессийӗнче — вӑл 1990 ҫулхи юпан 24–27-мӗшӗсенче иртнӗ — республикӑри чӗлхесем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Депутатсен пухӑвӗ ӑна пӑхса тухса юпан 27-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче вара саккун чӑвашла «Коммунизм ялавӗнче», вырӑсла «Советская Чувашия» хаҫатсенче пичетленсе тухнӑ.
Хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунпа танлаштарсан вӑл чӑваш чӗлхине самай пысӑк ирӗксем панӑ. Тӗслӗхрен, унпа килӗшӳллӗн хальхи вырӑнти ял тӑрӑхӗсенче ҫыру ӗҫне чӑвашла туса пыма тивнӗ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Чӗлхесем пирки калакан саккунӑн 1990 ҫулхи вариантӗнче чӑваш чӗлхине пропагандӑлас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе самай пысӑк ирӗклӗх панӑ пулнӑ.
Аса илтеретпӗр, хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Николай Фёдоров Президентра ларнӑ вӑхӑтра йышӑннӑ. Унтанпа вӑл та чӑваш чӗлхине хӳтӗлес енчен ҫулран ҫул самай хавшаса пынӑ. Улшӑнусене 2008, 2011, 2014 ҫулсенче кӗртнӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнче чӑваш чӗлхине уроксем хыҫҫӑн вӗрентме тытӑннӑ. «Чӑваш халӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем» ят панӑ урок хыҫҫӑнхи занятисене унти Масляногорскри вӑтам пӗлӳ паракан шкулта йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра 15 ытла ача чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланать, ӑна ӑша хывать.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ занятисене шкулта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче йӗркелесе янине хыпарлать.
Урока 5-мӗш класра вӗренекенсемпе ирттереҫҫӗ. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем чӑваш чӗлхипе, культурипе, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ.
Кайран занятисене Новолетники ялӗнчи шкулта та йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне вырӑна тухса Балаганск, Тайшет, Зима районӗсенчи ачасемпе уроксем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.
Шкулсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе ачасене паллаштарасси маларах асӑннӑ «Юлташ» автономи пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрет.
Амур барсӗ. Тепӗр ячӗ ун — Инҫеттухӑҫ леопарчӗ. Вырӑнти вӑхӑтпа паян 09:00 пулать ӗнтӗ, Инҫет Тухӑҫра ҫак чӗрчуна ҫапса кайнӑ. Паян ирхи тӑрсан ҫакӑн пирки чылай МИХ ҫырса пӗлтерчӗ. Хам пулсассӑн кунашкал кушак тӗсӗ пуррине пӗлместӗмччӗ те, капла вара ҫӗнни самай пӗлтӗм.
Амур барсӗ, иккен, питӗ сайра тӑрса юлнӑ пысӑк кушак тӗсӗ. Тӗнчипе те вӗсен йышӗ 80 ҫитмест. 57-шӗ вара Тинӗсҫум (ытлашши чӑвашлатма юратманнисем валли — Приморье) тӑрӑхӗнчи «Земля леопарда» (чӑв. Леопард ҫӗрӗ) наци паркӗнче пурӑнаҫҫӗ. Шӑп ҫавӑнта пулса иртнӗ те тет пӑтӑрмахӗ — пысӑк кушак Nissan Wingroad урапа айне лекнӗ. Шеремечӗ вӑйлах аманнӑ курӑнать, вырӑнтах вилсе кайнӑ. Халь ку ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев пырать — айӑплине шыраҫҫӗ.
Мӗн пирки пуҫларӑм-ха ҫак калаҫӑва? Амур барсне, паллах, питӗ шел. Сахал тӑрса юлнӑ кушак вилни уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Анчах тӗп сӑмахӑм манӑн хамӑр пирки. Чӑвашсем ҫинчен.
Паян чӑваш хастарӗсем Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан декларацине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗнче тепӗр ыйтӑва та хускатнӑччӗ: чӑваш чӗлхипе хӑш хутсене кӑларса йӗркелесси пирки. Ку ӗҫпе тӳре-шара пуҫ ватни ҫинчен ларӑва ятарласа чӗннӗ Булатова Эльвира Александровна каласа пачӗ.
Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ Раҫҫейри ытти республикӑсенче ку тӗлӗшпе саккунсем мӗнле пулнине паллаштарчӗ, пухӑннисенчен хӑш хута чӑвашла тума сӗнесси пирки ыйтрӗ. Комисси пайташӗсем вара ҫак хутсене чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ: ЗАГС паракан хутсене (ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни ҫинчен пӗлтерекеннисене /вӗсемпе халӗ те тивӗҫтереҫҫӗ/), республикӑна пӑхӑнакан вӗренӳ учрежденийӗсем паракан вӗренӳ аттестачӗсене икӗ чӗлхепе. Паспортри чӑвашла вкладыша вара ҫын ыйтсан чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ.
Ларура вкладыш епле пулмалли пирки те сӑмахларӗҫ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тума та пуҫланӑ, анчах ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ҫав вӑхӑтри хутсене ҫӗклесе вкладышӑн шаблонне тупса ӑна тӳре-шарасене тивӗҫтерме шантарчӗ.
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ, унта пӗртен пӗр ыйтӑва — Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртессине сӳтсе яврӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем тӑратрӗҫ.
Ларӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвне ятарласа чӗннипе Булатова Эльвира Александровна — Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ — килнӗ, вӑл ҫак улшӑнусене мӗнле сӑлтавсене пула кӗртнине, мӗнле Федераллӑ саккунсем ҫине таяннине ӑнлантарса пачӗ.
Чи тавлаштаракан улшӑнусен шутне саккунри 10-мӗш статья кӗнӗрен ун пирки самай калаҫрӗҫ. Чӗлхе комиссийӗн йышне кӗрекенсем референдум-суйлав таврашӗнче чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки сӗнчӗҫ. Улшӑнусенче вара пирӗн тӑван чӗлхепе май пулсан ҫеҫ усӑ курмалла ҫырса хунӑ. Яковлев Пётр Яковлевич калашле кунашкал йӗрке чӑваш чӗлхине суйлавра патшалӑх чӗлхинчен антарса тутар е ирҫе чӗлхисен шайне ҫитернипе пӗрех.
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗпе пӗрле чӑвашла календарь кӑларасси пирӗн йӑлана кӗчӗ теме пулать. Чи пирвайхи хут 2012 ҫул валли кӑларнӑ хыҫҫӑн кашни ҫулах ҫак ӗҫе тӑватпӑр.
Кӑҫал та ҫак йӑларан хӑпас темерӗмӗр, пиллӗкмӗш хут пичетлерӗмӗр. 2016 ҫулхи кунталӑка (календаре, эппин) эпир икӗ вариантпа хатӗрлерӗмӗр: пӗри пӗлтӗрхи пекех, тепри вара — «Паянхи улӑпсем» ятлӑ.
«Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» ятлӑскерӗ малтанхи ҫултисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть — унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, официаллисене те манман. Ҫавӑн пекех тепӗр пайӗнче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX-XXI ӗмӗрсенчи паллӑ кунӗсене кӑтартнӑ.
«Паянхи улӑпсем» календарьте вара паян пурӑнакан чи сумлӑ чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсен портречӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен ячӗсем самай паллӑ пулин те пӗлменнисем те ҫук мар. Ҫапла май ҫакӑн йышши календаре «Сӑвар» фонд кӑларас терӗ те. Чӑваш халӑх сайчӗ вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пачӗ. Ку календарьте вырнаҫнӑ: Иван Христофоров, Юхма Мишши, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров (ҫуралнӑ кунсем тӑрӑх йӗркеленӗ).
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче тӗп хуламӑрта вырнаҫтарнӑ ҫул кӑтартмӑшӗсене тинех чӑвашлатнӑ.
Аса илтерер, вӗсене Шупашкарта иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ тӗлне хатӗрленӗччӗ. Вырнаҫтарнӑ чухне пур кӑтартмӑшсене те вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса тухнӑччӗ. Ку ҫитменлӗх пирки «Ирӗклӗх» хастарӗсем чи малтанах хула администрацине ҫырса янӑ, анчах та лешӗсем чӑвашла ҫырманнинче йӗрке пӑснине курман. Акӑлчан чӗлхи — пурте йышӑнакан тӗнче шайӗнчи чӗлхе, вырӑс чӗлхи те тӗнчере самай сарӑлнӑ тесе хурав панӑ. «Ирӗклӗх» вара ун хыҫҫӑн ҫыру прокуратурӑна янӑ — ку ведомство чӑваш чӗлхипе ҫырманни йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Халь ӗнтӗ ҫул кӑтартмӑшӗсемпе виҫӗ чӗлхепе паллашма пулать. Вырӑсла, чӑвашла тата вӗтӗрех шрифтпа — акӑлчанла.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Самарти Ҫветтуй Вырсарни арҫынсен мӑнастирӗнче историре палӑрса юлмалли пулӑм иртнӗ. Унта кӑнтарлахи кӗлӗ чӑваш чӗлхипе пулнӑ. Кун пирки «Самар» информаци агентстви пӗлтерет.
Ҫакӑ Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наци культурин автономийӗ пуҫарнипе пулнӑ. Вӗсем Самар тата Сызрань митрополичӗ Сергий патне ыйтупа ҫитнӗ. Вӗсем унран Самарти пӗр храмра кӗлле чӑвашла ирттерме ыйтнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Сергий митрополит кӑнтӑрлахи кӗлле чӑвашла ирттерме пил панӑ. Ӑна Никон игумен ирттернӗ. Вӑл — Самарти православи семинарийӗн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен проректор.
Сӑмах май, Самар облаҫӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулта ирттернӗ Ҫырав тӑрӑх, унта 80 пин ытла чӑваш тӗпленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.